Ӑҫта-ӑҫта та, анчах республикӑри районсене ушкӑн вӗҫӗмех ҫӳрет. Нумаях пулмасть, акӑ, вӑл Канаш районӗнчи Кӑшнаруй ял уявне хутшӑннӑ. «Чӗннӗ те, епле каймӑн», — тесе ушкӑн хаваспах ҫула пуҫтарӑннӑ. Хӑй тӗллӗн вӗреннӗ артистсенчен тӑракан ансамбль профессионал-ертӳҫӗ ертсе пынипе халӑх чунне пымалла шӑрантарнӑ. Концертра асӑннӑ тӑрӑхра ҫуралнӑ Надежда Силпи тата Анатолий Печников хӑй ҫырнӑ сӑвӑсем тӑрӑх ҫырнӑ юрӑсем те шӑраннӑ.
Ял уявне Кӳкеҫри пултаруллӑ пике, республика, ҫӗршыв тата халӑхсем хушшинчи конкурссенче темиҫе хут та лауреат пулса тӑнӑ Анастасия Егоркина та, хутшӑннӑ. Кунсӑр пуҫне бал ташшисен «Илем» халӑх ансамблӗ (ӑна Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ Валентина Васильева ертсе пырать) хӑйӗн пултарулӑхӗпе савӑнтарнӑ.
Сӑнсем (5)
Республикӑри районсенче, ялсенче тухтӑрсем ҫитменни темиҫе ҫул каялла питӗ ҫивӗч ыйтуччӗ. 2011 ҫулта «Земство тухтӑрӗ» программа ӗҫлеме пуҫласан лару-тӑру лайӑх енне улшӑнма тытӑнчӗ. Унтанпа ҫулсерен ҫамрӑк тухтӑрсем, 35 ҫула ҫитменнисем, районсенчи, ялсенчи пульницӑсене ӗҫлеме каяҫҫӗ.
Кӑҫал ав ҫулталӑк пуҫланнӑранпа Чӑваш Енре 7 ҫамрӑк тухтӑр миллионер пулса тӑнӑ. Вӗсем халӗ районсенчи пульницӑсенче ӗҫлеҫҫӗ. Вӗсен йышӗнче — 2 стоматолог, 2 терапевт, фтизиатр тата ортопед травматолог. Ҫамрӑк ҫав тухтӑрсем Шупашкар, Елчӗк, Красноармейски, Канаш районӗсенче ӗҫлеҫҫӗ.
Сӑмах май, программа ӗҫлеме пуҫланӑранпа Чӑваш Енре 193 ҫамрӑк специалист 1 миллион тенкӗ илнӗ.
Канашра ҫул ҫаврине хута яма хатӗрленеҫҫӗ. Вӑл Кооператив, Хир тата Симӗс урамсене ҫыхӑнтарӗ. Кунсӑр пуҫне «Канашский» кооператив патне ҫитме ҫул сарӗҫ.
Канаш хула администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, асӑннӑ объектсене тума унта урапасем (машинӑсем) нумай чупнипе йышӑннӑ. Проект хатӗрлекенсене ҫынсемпе машинӑсемшӗн меллӗ, хӑрушлӑхсӑр тата хӑтлӑ ҫул тӑвас тӗллев лартнӑ-мӗн. Апла тӑк хӑвӑртлӑха ӑҫта чакарма тивӗ, ӑҫта хытӑрах кайма та юрӗ. Проект документацине норматива пӑхӑнса хатӗрлени пирки, ӑна патшалӑх тӗрӗслевӗ витӗр кӑларнине ӗнентереҫҫӗ.
Хальхи вӑхӑтра Канаш хула администрацийӗ проекта тата улшӑну кӗрттересшӗн. Ҫакна вӑл вырӑнти автовокзалтан Канаш тата Тӑвай районӗсене каякан маршрут автобусӗсене ҫӳреме меллӗрех пултӑр тесе тӑвасшӑн иккен. Ҫул ҫӳрессин схемине улшӑну кӗртнине Чӑваш Енӗн Ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑх инспекцийӗ ырласан ыйту татӑлмалла.
Утӑн 19-мӗшӗнче Вӑрнар районӗнчи Ҫӗрпел ял увне паллӑ тунӑ. Вырӑнти тӳре-шара тухса калаҫнӑ, ентешӗсене пысӑк ҫак уяв ячӗпе саламланӑ.
Уява РСФСР тава тивӗҫлӗ ӳнерҫи Н.П.Карачарсков тата унӑн мӑшӑрӗ, ЧАССР тава тивӗҫлӗ кӳлепеҫи А.К.Брындин, РФ тава тивӗҫлӗ артистки Мария Еланова хутшӑннӑ.
Уяв юрӑ-ташӑпа, хӑнасене ҫӑкӑр-тӑварпа кӗтсе илнинчен пуҫланнӑ. Ҫак кун Ҫӗрпелте унта пурӑнакансем кӑна мар, аякран килнӗ ҫынсем те пухӑннӑ.
Ӗҫре палӑрнисене, чи хастаррисене чысланӑ. Ялти чи ҫамрӑк тата ватӑ ҫынсем пирки те манман. Юбилярсене, пӗрле нумай ҫул пурӑнакан мӑшӑрсене, чи хӑтлӑ кил-ҫурт хуҫисене те чысланӑ.
Концерта Хирпуҫ ял тӑрӑхӗнчи пултарулӑх ушкӑнӗ, Ярмушка ял тӑрӑхӗнчи «Чашма» халӑх фольклор ушкӑнӗ, Элӗк районӗнчи Тавӑт ял тӑрӑхӗнчи «Хавас» ушкӑн, Канаш районӗнчи Ачча ял тӑрӑхӗнчи пултарулӑх ушкӑнӗ хутшӑннӑ.
Паллах, уявра спорт ӑмӑртӑвӗсем те иртнӗ. Ял халӑхне чӑваш эстрада юрӑҫисем те савӑнтарнӑ.
Канаш районӗнчи Ҫӗнӗ Мами ялӗнче пурӑнакан Николай Ивановичпа Юлия Тимофеевна Ивановсем ҫамрӑксемшӗн чӑн-чӑн тӗслӗх. 60 ҫул пӗрле пурӑнакан мӑшӑртан вӗренмелли пурах ҫав.
Вӗсем Канашра паллашнӑ. Николай Иванович ун чухне Канашри вӑрман промышленноҫӗпе хуҫалӑхӗнче тиевҫӗре ӗҫленӗ. Юлия Тимофеевна унта Йӗпреҫ районӗнчи Пучинкерен ӗҫлеме килнӗ. Ҫапла Ивановсен ҫемйи чӑмӑртаннӑ.
Ивановсем 8 ачана ура ҫине тӑратнӑ. Мӑшӑр питӗ ӗҫчен, ҫынпа ӑш пиллӗ. Ивановсем тивӗҫлӗ канӑва тухичченех тӑван «Канаш» колхозра тӑрӑшнӑ. Вӗсем иккӗшӗ те — ӗҫ ветеранӗсем, иккӗшне те Хисеп хучӗпе чысланӑ.
Йӑлапа килӗшӳллӗн, мӑшӑр хисеплӗ юбилярсен кӗнекине ҫырса хӑварнӑ. Хисеплӗ мӑшӑра вырӑнти тӳре-шара, тӑванӗсем, пӗлӗшӗсем саламланӑ.
Сӑнсем (9)
Чӑваш Енри 9 районта пушар тухас хӑрушлӑх IV класс пулнине палӑртнӑ. Чи пысӑк класс пиллӗкмӗш шутланать. Шӑрӑх ҫанталӑк тӑнӑран Улатӑр, Патӑрьел, Вӑрнар, Йӗпреҫ, Канаш, Комсомольски, Шӑмӑршӑ, Елчӗк, Тӑвай районӗсенче пушар тухас хӑрушлӑх пысӑк пулнине палӑртнӑ.
Республикӑра вӑрмансене ятарлӑ хурал сыхлать. Пушар хӑрушсӑрлӑхӗн йӗркине пӑхӑнман ҫынсене дисциплинарлӑ, административлӑ явап тыттарма пултарӗҫ. Хӑш-пӗр тӗслӗхпе пуҫиле ӗҫ те пуҫарма пултараҫҫӗ.
Йӗркене пӑснӑ граждансене 2–4 пин тенкӗлӗх штрафлама ирӗк пур. Должноҫри сӑпатсене – 15–30 пин тенкӗлӗх. Юридици сӑпачӗсен 400 пин тенкӗрен пуҫласа 1 миллион тенкӗ таран штраф тӳлеме тивӗ.
Чӑваш Енӗн Ял хуҫалӑх министерстви хушма хуҫалӑха аталантарма тесе илекен кивҫен укҫана ҫынсем ӑҫта янине ҫулсерен тӗрӗслени пирки ӗнентерет. Кӑҫал Канаш, Куславкка, Красноармейски, Хӗрлӗ Чутай, Сӗнтӗрвӑрри районӗсенче илнӗ 34 миллиона яхӑн тенке ӑҫта янине тӗрӗсленӗ.
Тӗллевлӗ укҫана урӑх ҫӗре яракансем те пур. Ун пеккине 14 тӗслӗх асӑрханӑ. Вӗсем пурӗ 608 миллион тенке урӑх тӗллевпе тӑкакланӑ. Канаш районӗнчи пӗр ҫын, сӑмахран, сарай-вите юсаса ҫӗнетме тесе 600 пин тенкӗ илнӗ те Канашра хваттер туяннӑ. Хӗрлӗ Чутайӗнче те пӗрисем выльӑх-чӗрлӗх туянма пулнӑ та хӑйсене пурӑнмалли туяннӑ. Вӗсен халӗ пурин те патшалӑх хысни шучӗпе процент ставкине саплаштарса тӑкакланнине тавӑрса яма тивет. Кӑмӑлпа тавӑрмасан суд урлӑ шырӗҫ.
Хальхи вӑхӑтра тӗрӗслевҫӗсем Вӑрмар районӗнче ӗҫлеҫҫӗ. Унтан Ҫӗрпӳ, Ҫӗмӗрле, Тӑвай тата Шупашкар районӗсене ҫитӗҫ.
Шупашкарта чарӑну павильонӗсене ҫӗнетнине тӗп хулара пурӑнакансемпе унта килен-каян асӑрханах ӗнтӗ. Общество транспорчӗн чарӑнӑвӗсене Канаш, Етӗрне тата Тӑвай районӗсенче те ҫӗнетме тытӑннӑ. Республикӑн Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсенчи ҫук павильонсене вырнаҫтараҫҫӗ, япӑххисене йӗркене кӗртеҫҫӗ.
Канаш район территорийӗнче «Шӑхасан — Калинино» ҫул ҫинче вырнаҫнӑ лаптӑкра ӗҫӗн 70 ытла процентне пурнӑҫланӑ. Ҫав шутра машинӑсене пӑрӑнса лармалли вырӑнсем йӗркелени те, лартмалли вырӑнсем туни те, ҫул айккинчи чулсене вырнаҫтарни те кӗрет. «Етӗрне — Николаевски — Кӗҫӗн Шемертен» ҫула та хӑтлӑх кӗртнӗ. Тӑвай районӗнче «Аниш» автоҫула унти «Акконд-Агро» ферма тӗлӗнче юсанӑ.
Ҫу-ҫӗртме уйӑхӗсенче шкул ачисемпе ача пахчине ҫӳрекенсем регионти ӳсен-тӑран паллисене суйланӑ. «Раҫҫей аллейи» Пӗтӗм Раҫҫей акцийӗпе килӗшӳллӗн республикӑра «Раҫҫей аллейи» пултарулӑх конкурсӗ иртнӗ. Унта 12 районти (Вӑрмар, Елчӗк, Етӗрне, Канаш, Красноармейски, Муркаш, Пӑрачкав, Сӗнтӗрвӑрри, Ҫӗмӗрле, Ҫӗрпӳ, Улатӑр, Хӗрлӗ Чутай районӗсенчен), 5 хулари (Канаш, Улатӑр, Ҫӗмӗрле, Ҫӗнӗ Шупашкар, Шупашкар) 31 вӗренӳ учрежденийӗ хутшӑннӑ.
«Раҫҫей аллейи» пултарулӑх конкурсне пирӗн тӑрӑхри ӳсен-тӑранӑн 63 сӑнӳкерчӗкне тӑратнӑ. 14 ача республика палли юман пулмалла тесе шухӑшлать. 6-шӗ пилеше тата ҫӑкана суйланӑ. 5-ӗн – хурӑншӑн, 4-шӗ – хӑвашӑн. 4-шӗ салтак тӳмине палӑртнӑ. Конкурсра курӑкӑн, тӗмӗн 20 ытла тӗсне те тӑратнӑ. Ҫӗнтерӳҫӗсемпе призерсене палӑртнӑ.
1-мӗш вырӑна Ҫӗмӗрле районӗнчи Хутар шкулӗнчи Татьяна Шустова йышннӑ. Шупашкарти 122-мӗш ача пахчине ҫӳрекен Роман Никитин – иккӗмӗш. Шупашкарти 38-мӗш шкулта вӗренекен Дмитрий Матвеев 3-мӗш пулнӑ. Ҫӗмӗрлери 3-мӗш шкулта ӑс пухакан Мария Ветликова, Шупашкарти 5-мӗш ача садне ҫӳрекен Данила Дмитриев, Красноармейски районӗнчи Пикшик шкулӗн вӗренекенӗ Виталий Михайлов лауреатсен ятне тивӗҫнӗ.
Ҫӗртмен 14-мӗшӗнче Канаш районӗнчи Вӑрман Енӗш ял уявне палла тунӑ. Кунти халӑх кашни уява тӗплӗн хатӗрленет, сценарие вырӑнти йӑла-йӗркене тӗпе хурса тӑвать.
Уяв Чарпуҫ ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Харитонова В.Т. саламланипе пуҫланнӑ. Паллах, вӑл ентешӗсене ӗҫре ӑнӑҫусем тума, ҫирӗп сывлӑхлӑ пулма суннӑ.
Уявра «Ентешсем» халӑх ансамблӗ, «Енӗшсем» фольклор ушкӑнӗ, чӑваш эстрада юрӑҫи Александр Ильин, Чарпуҫри ҫамрӑк артистсем, культура ӗҫченӗсем хаваслӑ туйӑм кӗртнӗ. Вӗсем халӑха юрӑ-ташӑпа хӗрӳлентернӗ. Хӑнасем тата вырӑнти халӑх Вӑрман Енӗшри алӗҫ ӑстисен ӗҫӗсемпе паллашнӑ.
Ял уявне вӗттинчен пуҫласа ватӑсем таранах пухӑннӑ. Сӗтел ҫинче ҫӑкӑр-тӑвар, кукӑль таврашӗ, шӳрпе пулнӑ. Ӑмӑрту, конкурс призерӗсене, чи лайӑх юрӑҫсемпе ташӑҫӑсене, ҫуралнӑ кунне уявлакансене, ялти хастарсене парнесемпе хавхалантарнӑ.
Ял уявӗ кашнин кӑмӑлне ҫӗкленӗ. Унта тахҫантанпах пӗр-пӗрне курман ҫынсем тӗл пулса калаҫнӑ. Ҫакнашкал уяв пур тӑк ял малашлӑхӗ те пысӑк-ха.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.